Будь умным!


У вас вопросы?
У нас ответы:) SamZan.net

аса килет К Иванов революцичченхи поэзи ~ит~н~в~сене п~т~~терсе пир~н литератур~н ~м~рл~х ник~сне хывн~

Работа добавлена на сайт samzan.net:

Поможем написать учебную работу

Если у вас возникли сложности с курсовой, контрольной, дипломной, рефератом, отчетом по практике, научно-исследовательской и любой другой работой - мы готовы помочь.

Предоплата всего

от 25%

Подписываем

договор

Выберите тип работы:

Скидка 25% при заказе до 27.11.2024

xajiĂxĂh чĕрĕ сасси

     Чăваш поэзи аталанавĕ çинчен шухăшласан тÿрех виçĕ çутă çăлтăр: К. Иванов, Çеçпĕл, Хусанкаă - аса килет. К. Иванов революцичченхи поэзи çитĕнĕвĕсене пĕтĕçтерсе пирĕн литературăн ĕмĕрлĕх никĕсне хывнă. Чăваш поэзин малаллахи аталанавĕ Сеçпĕл ячĕпе çыхăннă. Хăă вăл нумаях çырса хăвараăман. Ивановпа танлаштарсан, тĕрлĕ жанрта палăрмаллах вăă хума ĕлкĕреăмен, анчах унăн революцилле хастарлахĕ, ĕç тĕлĕшĕ (направлениăĕ) хăă вăхăтĕнче чи пулăхли те, ăнăçли те пулса тăнă. Çеспĕл традицилĕх пĕвине татса чăваш поэзине анлă еăĕве каăмалăх анлаш хывнă. Хусанкаă вара хăăĕн хастарлă танташĕсемпе пĕрле Сеçпĕл ĕçне малалла тасса, çав еăĕве чакма памасăр ăна чăваш поэзиăĕн сарлака та тарăн юхăмне çавăрчĕ.

     Вăй илсе çитнĕ кашни литературăн хăйĕн Пушкинĕ пур тесен, П. Хусанкай еткерĕн пĕлтерĕшне те çав аслă евĕрлĕхпе (аналогпа) танлаштармалла. Вăл хăй умĕнхи тата хăй вăхăтĕнчи чăваш поэзийĕн мĕнпур çитĕнĕвĕсене ытамласа çĕнĕ пахалăхлă иксĕлми пуянлăх хăварчĕ. Илем туйăмĕ, чĕлхе пуянлăхĕпе çыпаçулăх- çаврăнаçулăхĕ, шухăш уçăмлăхĕ, ырă ăспа аптраманлăх - çак пахалăхсене пула поэт çырса хăварни чăваш халăхĕн чунĕпе шухăш- туйăмĕсене палăртакан, “йăхăмăрта пĕрре кăна” чăн “тĕрĕс куçкĕски” пулса тăчĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн халăх сăвăçĕн сăваплă сăн- сăпатне тĕтрелĕх караймарĕ, унăн сăнарĕ уçăмлăрах та пĕлтерĕшлĕрех палăра пуçларĕ.

     Хусанкай утса çуренĕ çулсем тап-такăр та тÿп-тÿрĕ пулман, мĕншĕн тесен чăн-чăн поэт хальччен ура пусса якатман çĕрсене кăмăлларах парать. Вăл çаврăнса çÿресе хывнă сукмаксем выранне аслă çул ÿкиччен такăнмалли те, суланки те тупăнать. Анчах аслă тĕллев, турĕ кăмăл, шыравлă ĕçченлĕх пархатарсăр мар. Вĕсем сăвăç кун-çулне сыхчă пек тивлетлĕн ăнтарнă.

        Малалла-ха пурнăç, малалла.

        Эп пăртак чăваш ятне çĕклесшĕн.

        Ман юман пулса кашламалла,

        Хунавран эп тивĕç пиçĕхмешкĕн.

        Малалла-ха пурнăç, малалла, -

çул пуçламăшĕнчех хăйне пÿрнĕ тивĕçне П. Хусанкаă çапла тĕллевлĕн палăртнă. Ирĕклĕн йышăннă çак тивĕçе вăл чыслăн пурнăçланă.

   

     Петĕр Хусанкай 1907 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче çуралнă. Амăшĕ ăна, хăйĕн пĕртен-пĕр тĕпренчĕкне, юратса, ачашласа ÿстернĕ. Варвара Борисовна илеме юратакан хĕрарам пулнă, ăста тĕрленĕ, чĕнтĕр çыхнă, халăх юррине нумай пĕлнĕ. Поэт каланă тăрăх, илемлĕх ăнкарăвне, ырă кăмăл туртăмне унра чи малтан амăшĕ вăратнă, хăйĕн несĕлне сума суса, хисеплесе пурăнма вĕрентнĕ. Амăшне халалласа поэт ăшă та салху туйăм витернĕ сăвă нумай кĕвĕленĕ. Яш чухнехи шухлăхра та хăйне чун панă çынна манман вăл, вăрçă вăхăтĕнче те сыхчă вырăнне хурса асăннă ăна, амăшĕ яланлăха уйрăлсан та хăйĕн шăпине унăн пехилĕпе тĕрĕсленĕ. Унăн сăнарĕнче сăвăç "пĕр пĕтĕм сан" - чăвашăн амăшне курнă:

                 Сăпка юррипеле чĕлхе упранă,

                 Вайăсенче, туйра та юпара

                 Пĕр савăнса, пĕр хурланса юрланă

                 Пин-пин анне пекех эс асăмра.

                 Калас килет сана: пур пек вăя та,

                 Чуна та - халăха эп пехиллем.

                 Тайма пуçа çĕре çитех таятăп,

                 Чĕлхемĕн амăшĕ, чăваш аннем! (“Анне”, 1961)

       Ашшĕ енчен Хусанкайра вырăс юнĕ пур: унăн ват аслашшĕн амăшĕ майра пулнă. Поэт хăйĕн несĕлĕсене асĕнче тытнă, вĕсен кун-çулне пĕлни ăна “Тилли юррисем” ярăмне тата Питтапай çинчен çырма пулăшнă. П. Хусанкай Сиктĕрме ятлă ялта çуралнă. Вăл Тутар Республикин Элкел районне кĕрет. Ку таврари чăвашсем тутарсемпе, вырăссемпе юнашар килĕштерсе пурăннă, пĕр- пĕрин чĕлхине пĕлнĕ, йăла уявĕсене хутшăнса пĕрле савăннă. Хусанкайра тĕрлĕ халăх культурине хисеплесси, вĕсен çыравсисемпе туслашас кăмăл ача чухнех тĕвĕленнĕ. Сиктĕрмерен аякрах мар ĕлĕк Пÿлерпе Сăвар - Атăлси Пăлхар хулисем - ларнă. Çав вырăнсем чăвашсемшĕн сăваплă пулнă, вĕсем унта хăйсен уявĕсене иртгернĕ, вилнисене асăннă. Çамрăк Петĕр чăваш аваллăхĕ çинчен калакан

легендăсемпе юмахсене, юрăсене итлеме юратнă, çакă ачан сăнарлă шухăшлавне анлăлатнă. Каярахпа пăлхар теми çамрăк Хусанкай поэзийĕнче вăйлă палăрнă.

       Ялĕнчен тухса кайсан поэта унăн тикĕс мар кун-çулĕ тăван килне час-часах çавăрса килеймен. Анчах май пур чухне вар Сиктĕрмене çитме тăрăшнă, йывăр саманчĕсене чăтса ирттерме хал пухнă вăл унта, пулни-иртнинче тупсăмла ăнкарусем шыранă.

       Тăван чĕлхене юратма, хăй вăйне поэзире тĕрĕслеме сăвăçа “Нарспи” поэма хистенĕ. Ăна вăл хăйсем патĕнче хваттерте тăракан вĕренекенсенчен шкул çулне çитичченех илтнĕ. Ача ялти шкула саккăрта çÿреме тытăннă. Унта 1918 çултанпа Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтернĕ Н. Я. Яковлева вĕрентсе пурăннă. Ачасене вăл Тургенев, Короленко калавĕсене хăй куçарса вуласа панă, инсценировкăсене явăçтарнă, сăвăсене пăхмасăр калама хăнăхтарнă. 1919-20 çулсенче шкулта алăпа çырса “Вĕренекен сасси” журнал кăларнă, Петĕр унăн секретарĕ пулнă, çав вăхăталлах сăвă çырма тытăннă. Тăван сăмаха чунтан юратма, уншăн вăй хума вĕрентнĕ Наталья Яковлевнăна П. Хусанкай яланах ырăпа асăннă, унăн ячĕпе вăл темиçе сăвă та хайланă.

       1923-25 çулсенче Хусанкаă Хусанти чăваш педтехникумĕнче вĕренет. Унта Н. И. Ашмарин, Н. В. Никольский профессорсем ĕçленĕ, каярах тĕнчипе паллă чĕлхеçĕ пулса тăнă В. Г. Егоров вĕрентнĕ. Студентсем патне Н. И. Шелепи пырса çÿренĕ, педтехникумра тутар поэчĕсем те сăвă вуланă. Литература кружокне Д. Данилов (каярах - Л. В. Луначарский ячĕпе хисепленекен театр искусствин  Патшалăх институчĕн проректорĕ) ертсе пынă, техникум тухтăрĕ П.Осипов  (“Айтар” драма авторĕ) кружока çÿрекенсем çырнинс тишкерес ĕçе хутшăннă. Сăвăç Хусанта вĕреннĕ чухне çырнă сăввисенчен хăшĕ-пĕри 1924 çулта “Сунтал»  журналăн 1-мĕш номерĕнче çапăнса тухнă. “Ирĕк тимĕрçĕ” (1924) сăвăра поэтăн “ирхи” сăввисен тĕп ĕнерĕвĕ палăрать. Ку хайлавра тĕл пулакан сăнлăхсем Хусанкайăн çав вăхăталла çырнă ытти  сăввисенче те курăнаççĕ (Парăр сунтал, мăлатук - Сăвă эп хывам. Кам чĕринче хĕлхем çук - Çулăм хыптарам (“Вăрçă”, 1921); Çемçе, йăваш сасă мар - Вĕркĕч улать чĕрере: Çÿлерех, чукмар, хăпар, Çапса шĕвĕрт тимĕре... Тапта, путар хĕн-хура! Хастар ĕмĕтсем хускат, Илем... илем çулăмра (“Сăвăç мар эп”, 1923). Çак ăнкарусем, символ-сăнарсем “Ирĕк тимĕрçĕ” сăвăра килĕшÿллĕн пĕрлешнĕ.

Вăйлă кăкăрăм

Çăмăллăн сывлать.

Хăнăхнă аллăм

Пĕрмаях шаккать;

Шаккать те ватать

Асап сăнчăрне,

Çĕнĕрен хывать

Тĕнче никĕсне...

Аслă вĕркĕчре

Вăй-хават улать,

Пĕтĕм тĕнчере

Кăвар ялкăшать.

    Хусанкай сăввисене ятлă çыравçăсем асăрхаççĕ, вулавçăсем вĕсене хапăллăн йышăнаççĕ. Çамрăк поэта çакă литература ĕçне кулĕнме хавхалантарать. 1925 çулта вăл Шупашкара килет, тĕрлĕ ĕçре тăрăшса пăхать. Хăйне хăй ăнланам-тупам тесе (поэт каларăшле, тен, хăйĕнчен тарас тесе те-и? Канăçсăр та патравлă шухăш-туйăм капланса çитнĕ самантсенче сăвăçсем çул варкăшĕпе уçăласшăн ăнтăлнине аван пĕлетпĕр. Байрон, Рембо, Велимир Хлебников, пирĕн (Çеçпĕл шăпине çеç астăвар)1926-27 çулсенче Хусанкай çĕр-шыв тăрăх çÿрет, Ватам Азие тата Кавказ леш енне çитсе курать. Ăçта çÿрессине вăл ăнсăртран суйласа илмен. “Эпĕ Вăтам Азие Есенинăн “Перси кĕввисене” ытараймасăр кайнăччĕ- çке. Манăн ун чухне Саади, Хафиз, Фирдоуси, Омар Хайям сывлăшĕпе сывлас килетчĕ”, - аса илнĕ поэт тата хĕрĕх çултан (“Пин- пин чĕре” кĕнеке, 209 с.). Çамрăк çыравçă çав çулсенчех Горькин романтикăлла калавĕсене юратса вуланă, ăна вĕсем “кăйкăр çуначĕ пек çĕклесе” илнĕ. Вунтăххăрти сăвăç Джек Лондон кĕнекине те çумрах чиксе çÿренĕ. Америка çынни çырса кăтартнă вăйлă та çирĕп кăмăллă сăнарсен витĕмĕ те Хусанкаă пултарулăхĕнче йĕр хăварнах. Çулрÿреврен таврăннă хыççăн (1927 çулхи çулла) сăвăç виçĕ кун хушшинче “Çирĕм улттă” поэма çырса хурать. “Хамшăн пулсан, çав поэма идейи енĕпе кăна мар, чăваш поэзийĕнчи çĕнĕ шкул - Çеспĕл шкулĕ - çирĕпленсе пынине тепĕр тĕслĕхпе кăтартса панă пирки те хаклă пек туйăнать. Ун чухнехи критика та ăна çаплах хакланăччĕ”, - тенĕ автор, поэмăна хăçан тата мĕнле йÿтĕмпе çырнине ăнлантарса. Есенин кĕввисемпе Тухăç классикĕсен “сывлăшĕ” Ашхабадра çырнă “Хура пĕркенчĕк” (1926-27, ака) ярăмра аван палăраççĕ. Омар Хайям рубайĕсен кĕввисемпе темисем вăтăрмĕш çулсенче çырнă “Тилли юррисенче” хăйне евĕр илтĕнеççĕ. Çапла вара, çамрак Хусанкай пултарулăхĕнчи романтикăлла туртăмсем çиеле тухни çав тăхăр уйăхлăх çулрÿревпе те тачă çыхăннă.

Çултан таврăнсан поэт Хусанти Хĕвелтухăç халăхĕсен педагогика институтĕнче вĕренме тытăнать (1927). Хальччен çырнă сăввисене пуçтарса вăл 1926 çулта “Уяртсан” кĕнеке хатĕрлет, 1928 çулта Шупашкарта пичетлесе кăларать. Унти сăвăсене пула Хусанкай “шавлă” чап та астивет, критиксен тукмакне те аванах тутанать. Умстатйине çыракан Н. Золотов тишкерÿçĕ çамрăк сăвăçăн пĕрремĕш кĕнекине ытла та сивлесе хаклать, унта политикăлла йăнăшсем шырать, “хăйĕнчен шăранса тухнă сăвă пĕрре те çук” теме пăхать. Унăн шучĕпе, Хусанкай “хăйĕн сăввисене Есенин çине пăхса, ун çине сĕвенсе çеç çырать тесен те йăнăш- мĕн пулас çук” иккен. Çaв çулсенчех тата чăваш критикинче “ху- зангаевщина” ятлаçу сăмахĕ çуралать. Вырăс критикинчи “есенинщина” ăнлавпа танлаштарсан, “хузангаевщина” тени “ăнларах” та темелле, унпа харăсах индивидуалист психологине те, богема кĕввисемпе хутăш каппайлăха та, чун нишлĕхне те, националистла туртăмсемпе кулак идеологине те палăртнă. “Тăвăлпа çунатланнă поэтсем, е авалхипе çуначĕсене амантакансем” статйинче (“Сунтал”, 1928, 1 №) И. Кузнецов Хусанкай сăввисене тĕллесе кăтартса Хусанкайпа Миттана “чăвашран пăрăнса пулхăралла сĕтĕрĕнекенсем,тÿррĕн каласан, шовинизм лачакине кĕрсе ÿкеççĕ» тенĕ. Халĕ те-ха 20-мĕш çулсенчи критикăна шанса çамрăк Хусанкайăн богема сăввисем сахал мар тесе асăннине

вулама  пулать (В. Канюков), М. Сироткин П. Хусанкайăн “Суйласа илнисем” (СИ) кăларамĕ валли çырнă умстатйинче çапла калать. "Анчах Есенин поэзийĕн ырă енĕсене ... алла илнипе пĕрлехçамрăк чăваш сăвăçи вырăс поэчĕн хăш-пĕр имшер енĕсене те ăша хывнă темелле: пĕчченлĕхпе салхулăха савма пăхни, халăхран  ютшăнни т. ыт. те”.

Анчах М Сироткин шухăшне сирекен тĕслĕхсем “Уяртсан” кĕнекере тем чухлех тупма пулать. Кунта пĕр-иккĕшне кăна кăтартатпăр:

Эй, çуралнă çĕрĕм-шывăм,

Эй, аннем - çĕр кăкăрри!

Сан ринчен юрланă юррăм

Юррăмсенĕн чи ырри.

(“Ирĕк  çĕршывăма")

Çĕр çинче юратнă эп пĕр халăх,

Уншăн çеç пурнассăм ман килет.

Ун валли эп ĕмĕр асăнмалăх

Хăварасшăн юрăллă тивлет.

(“Анне çыравĕ” сăвă хыççаçăнхи “Ответ ”)

Ку сăвăсемceM поэт “халăхран ютшăннине” мар, вĕсен уйрăлми пĕрлĕхне ĕнентереççĕ. Çыннăн хăйне, хăйпе тĕнче хушшинчи çыхăнусене ăнланасси несĕлĕсене палăртнинчен, тавралăха тăванлăн туйса илнинчен пуçланать. Поэт вăранăвĕнче те çакна куратпăр. Хусанкайăн малтанхи сăввисенче амăшĕпе чун уçса калаçни, кул- ленхи ĕçе сăнлани, тăван таврăлăх илемне тинкерÿллĕн сăнани палăрмалла вырăн йышăнать. Хусанкай пултарулăхĕн никĕсĕнче - ял пурнăçĕ, халăх сăвви-юрри, йăли, ĕçĕ. Сăвçă “ахаль” çын кăна мар, унăн пултарулăхĕнчи “несĕл паллисем” халăх чун  хакăлĕн историйĕнчен иллеçсĕ. П. Хусанкай Çеçпĕл чĕнĕвне (“Чăваш ачи, сассуна пар!”) илтсе чăн та чăваш ачи пек вăраннă. Çакна палăртас йÿтĕмпе вăл чăваш пуласлăхĕ çинчен çeç мар, унăн иртнĕ кун-çулĕ çинчен те çырнă. Анчах çакна “аваллăха сĕтĕрĕнни” тесе хакласран асăрханмалла. Чăваш историйĕнчи Пăлхар тапхăрне хисеплесе-астуса тăни вăл ÿлĕмри аслă пуласлăхшăн çунни те, халăхăн малашлăхне шанни те.

Каçарăр, поэтсем! Тен, пысăк çылăх...

Те ырлăха пула, те хурлăха.

Анчах аваллăх темĕншĕн пит савăк,

Чун темĕншĕн туртать аваллăха, -

ку йĕркесене хурласа тăкма е мухтама васкамалла мар. Унта чăваш теми тĕвĕленнĕ çеç-ха, вăл мĕнле аталанса уçăласси ÿлĕмре. Пăлхар çинчен каланă чух Хусанкай халăхăн çухалнă чапĕ пирки кулян- нипе пĕрлех унăн паянхи чĕрĕлĕвĕшĕн савăнать:

Чăвашсем вĕт пулнă тет Пăлхар,

Асăнсассăнах йĕрессĕм килет.

Паян анне чĕлхи вилме мар –

Чăн-чăнах тепре вăл чĕрĕлет.

(“Тăван поэта”.)

Поэтăн “Уяртсан” кĕнеки тухнă тапхарти пултарулăхне тишкернĕ май М. Сироткин çапла калать: “Асăннă çулсенче Хусанкай сăвăсенче ытларах хăй чун-чĕрин пăлхавĕсем çинчен каласси пулман мар, анчах вăл çине тăрсах халăх пурнăçĕпе пĕр кĕвĕллĕ произведенисем çырма пикенни ... куçкĕретех палăрнă”. “Чун- чĕре пăлхавĕ çинчен” çырмасан мĕн çинчен çырмалла тата лирика ăстин? Хусанкай вара хăйне поэт пек туйма пуçланăранпах “чун-чĕре пăлхавне” тăван “халăх пурнăçĕпе пĕр кĕвĕллĕ” ĕнернĕ:

Ан йĕрех эс, çилĕм, ан йĕр тетĕп,

Шухă сассăм, хыттăн ан кĕрле.

Чăвашпа пĕрле эп хĕпĕртетĕп,

Хуйхăрсан та чăвашпа пĕрле.

Хусанкайăн лирикăлла геройĕ, - халăх пекех, - нишлĕленсе-хавшаса пымасть, чунĕпе çĕнелсе, чĕрĕлсе пырать. Анчах çак аталану хирĕçлĕхсем урлă палăрать. Вĕсем революци хыççăнхи лару- тăрупа ĕç-пулăмсен драматизмĕнчен те килнĕ. Темиçе ĕмĕр тăсăлнă пусмăрлăхран килнĕ мĕскĕнлĕх паллисем, кулленхи пурнăçри çитменлĕх-юрлăх, çухалнă чап (Пăлхар аваллăхĕ) - çаксем пурте çирĕммĕш çулсенчи поэзире палăрмасăр тăма пyлтapaйман. Хусанкай хурлăхĕ те вĕсемпех çыхăннă.

Тискер пуль çав хирĕмĕр, тискер –

Виçĕ пусă юхантарнăскер, -

ку йĕркесене (“Пусăра”) 1924 çулта çырнă. Вăрçăпа, выçлăхпа юхăннă, кивелнĕ хуçалăхă ÿкернĕ май сăвăç хăйĕн чĕрĕ шанăçне те пĕлтерет:

Пулĕ акă пурнăç çак çĕртех,

Çак паян тискер сăнлă хиртех.

Мĕскĕнлĕх-катăклăх туйăмне сивлекен ырă куляну тата вăй илекен наци ăнĕ-сĕмĕ амаланать ак çак йĕркесенче:

Чĕлĕм хыпнă сухаллă мучей

Вырăсла такăна пуçласан:

-Тăна кĕр, эс чăваш хулинче, -

Тейĕттĕм эп ăна тăп чарса.

Хăш чухне çамрăк поэтăн сисĕнки малашлăхăн трагедиллĕ мехелне чăннипех те пĕлуçĕ курăмĕ пек çутатса илет:

Таçта тăпру сан, таçта хĕресĕ,

 Таçта  йĕрет вĕлтĕрен.

Хy xалăхушăн çуннăскер, эсĕ

Çичĕ ютра халь çĕрен.

Е ĕмĕрех вăл мĕскĕн чăвашăн

Çав шăпара-ши талан?

Е халь  мана та nуp-ши виç аршăн

Нурлĕ çĕре халаллан?

(Çеçпĕле аса илсе çырнă

“Çил шăхăратĕ... "сăвă, 1926.)

Интимлă лирика тĕслĕхĕсенче те поэт туйăмĕсем хирĕçуллĕ ĕнерĕнеççĕ.Юратăва тата сăвăç тивĕçнĕ пĕр-пĕринпе çураçтарайманни (Юрататăп эп сана, суймастăп, Халь те хатĕр саншăн тем тума, анчах тем парсассăн та хывмастăп Чуна витнĕ сăвăллă тума), хăйне хăй  ăнланас тесе пăшăрхануллăн канăçсăрланни (Анчах эпĕ…кам- ши паян эпĕ? Камшăн ыратать-ши ман чĕре?), уçăлса

çитеймен кăмăл-туйăма сисĕмлĕн палăртни - çакă вăл вăхăтри поэзи анлăшне чăнах та ăслалатнă, унăн илĕртулĕхне устернĕ. Тÿнтер социологиллĕ критика хай вăхăтĕнчи кăткăслăхсене идеологи тата политика схемисемпе виçнĕ. Хусанкай çырнинче “йăнăшсем” тупасси ун чухне тем йывар ĕçех пулман. Поэт обществăри пулăмсен упĕнчĕк енĕсене те асăрханине, вĕсене драматизмла туйса укернине пурнăç чăнлăхне пăсни вырăнне хумалла пулман. “Анне çыравĕ” сăввинче, сăмахран, автор пĕччен юлнă ватă хĕрарăмăн куллехи нушипе чун ыратăвне, çитмен пурнăçа пула капланнă тарăхăвне сăнлать. Çавна май лирика геройĕн чун пăлханăвне çивĕччĕн палăртать:

Такам çине çиллентĕм эп паян,

Такамсене çурсах вăрçас килет.

Пĕри çак çĕр çинче çĕрме пуян,

Тепри юнашарах выçса вилет.

Н. Золотов ку йĕркесенче çĕнĕ саманана йышанманнине курать: “Кам çине сурса “вăрçас” ĕнтĕ? Кам çине, паллах, Совет çине. Çапла ĕнтĕ Хусанкай сăввисем”. Тимлесерех вуласан сăва тупсамĕ политикапа идеологи сĕмленĕвĕнче мар, этеплĕхпе гуманизм ыйтавĕсене вичкĕн хускатнинче курăнать. Хăвна юратман çынна юраса пĕтереймĕн теççĕ. Акă “Ирек çĕршывăма” сăвăра поэт шăпах революцие мухтаса, çĕкленуллĕ шанăçпа хавхаланса çырать:

Ĕмĕр кĕтнĕ ĕмĕр çитрĕ:

Халăху сан ирĕкре.

Хурлăх чулĕ ванчĕ, çĕтрĕ,

Хурлăх чулĕ тĕлĕкре.

С. Горский профессор сăнанă тăрăх, çамрăк Хусанкайăн малтанхи сăввисенчех эмоцилле чĕлхепе усă курас пĕлĕвĕ тĕлĕнмелле пысăк пулнă. Çакна ĕнентерме нумай вакласа тăмасан та юрать; кунта каллех Хусанкай Çеçпĕл пахалăхне традицие çавăрни çинчен астутарни те çитет. Çерпĕл пекех, пирĕн поэзие П. Хусанкаă калавçă мар, лирик пулса кĕнĕ. “Шелеписен вахатĕнчи” (Хусанкаăй çаврăнăшĕ. - В. Ч.) поэзи ытларах чух коллективлă (колхозлă мар), традицилле, шухăш-кăмăла ÿкернĕ, кулленхи ĕç-пуçăн лăпкă юхăмĕнче канăçнă, унтах илем шыранă. Çак ĕçе тăвакансен ăслайне

тиркемсллс мар, хăйсен ĕçне вĕсем çыпăçуллă тунă. Сăмах кунта  поэзи  мĕн çине куç яни çинчен пырать. П. Хусанкайăн лирикăлла  геройĕ пуçламăшĕнчех хăй пĕртен-пĕр пулнине туйса хăйĕн  шалти тĕнчине тĕпченĕ, хуйхи-суйхипе савăнăçне, чун пурнăçне пытармасăр та управлăн палăртнă. Сăнарсене пĕр йĕрпе аталантарассинчен, çырса кăтартакан пулăмсене улшăнман куçпа пăхассинчен П. Хусанкай поэзийĕ пуçламăшĕнчех пăрăннă. Çакă чи малтан унăн юрату сăввисенче курăннă. П. Хусанкайччен чăвашăн çыруллă поэзийĕнче юрату лирики пулман темелле (К. Иванов хăй вăйне унпа тĕрĕслесе пăхман;Çеçпĕл Мишши çыравĕсенчи вырăсла сăвăсем ун чухнехи литература факчĕсем пулайман; Г. Кореньковăн, Ф. Павловăн хăш-пĕр сăввисем çапăнса тухман). Çавăнпа ĕнтĕ ку çĕнĕлĕхе (юрату лирикине) тĕрĕс ăнланманни те пулнă. Çÿлерех асăнна “Чăваш литера тури” кĕнекинче 3. Башири çамрăк поэта “ун сăввисен чĕлхи техĕмлĕ, ÿкерчĕкĕсем хнтре, ăш-чикки тулăх” тесе мухтаса илет те çавăнтах тата унăн çитменлĕхĕ тесе ак мĕн калать: “Тата вăл илемлĕх, юрату философине те чăмкаласа илет”. 3. Баширишĕн “Ирĕк тимĕрçĕ”, “Çирĕм улттă” пек япаласем пĕлтерĕшлĕ пек пулнă иккен. Башири каланă тăрăх, П. Хусанкай тата “вĕреннĕрех çынсемшĕн çырать. Рабочисемпе хресченсем ăна ăнлансах каймаççĕ”. Ĕç çыннисем вăл вăхăтра çине тăрсах хут пĕлменлĕхпе кĕрешнине аса илсен, ку асăрхаттарура нимĕнле “çитменлĕх” те курмастпăр ĕнтĕ. Çамрăк поэт вăхăт таппине туйса тăнине ĕнентерекен çирĕп факт пек йышăнмалла пулать Башири сăмахĕсене. П. Хусанкай “хресчен поэчĕ” пулманнине 3. Башири сисĕмлĕн палăртать. Пирĕн сăвăç чăваш интеллигенцийĕн ураланса пыракан çĕнĕ ăрăвĕн кăмăл-туртăнăвĕсене ĕнернĕ. “Уçă çырусем”, публицистикăлла калавсем, полемика - кусем “интеллигенци” валли çырнисем тейĕпĕр. Вĕсем урлă чăваш поэзийĕ тĕрлĕ жанр тĕсĕсене хăнăхнă, вĕсен стилĕпе чĕлхине алла илнĕ, çапла вара унăн пултараслăхĕ анлăланса та тарăнланса пынă, Хусанкай çырнисем культурине ÿстерсе пыракан халăхшăн чуна çывăх, ăнланмалла пулнă.

 

    Хусанкай пултарулăхĕн çирĕммĕш çулсенчи тапхăрне “Çирĕм улттă” поэма тăрлать. Ку романтикăлла хайлавра сăвăç революцин трагедилле енĕсене уçса парасшăн пулнă. Çирĕм ултă комиссар шăпи çинчен çыриччен поэт вĕсем вилнĕ вырăна çитсе курать, тĕрлĕ материал пухать, документсемпе паллашать, вырăнти çутçанталăка сăнать, сас-чĕве итлет. Маларах вăл Есенинăн “Çирĕм улттă çинчен хунă балладине” те вулама ĕлкĕрнĕ, анчах пирĕн поэт хăйĕнчен маларах тупнă кĕвĕ-çемме пăхăнмасть, унăн хавхаланăвĕ ирĕклĕн те хăй тĕллĕн çĕкленсе янрать. Сăвă ритмикипе интонацийĕ лирикăлла герой туйăмĕсен анлăшне палăртса нумай чĕлĕхлĕ кĕвĕ çуратаççĕ; драматизмла самантсенче кăтартнăран, тĕп сăнар (Шаумян) кăмăлĕ хумхануллăн та витĕмлĕн ата- ланать; персонажсене хире-хирĕç тăракан икĕ тĕнче вăйĕсем пек ушкăнласа татăклăн çапăнтарни хайлавăн революцилле-интернационалла шухăшлавне çивĕччĕн уçса парать.

   П. Хусанкай пултарулăхĕн çирĕммĕшпе вăтăрмĕш çулсенчи чиккинче “Поэтпа миссионер” сăвăлла повесть тата “Юлашки пăлхар” поэма пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хайлавсен проблемине тата пĕрлехи сăнарсене епле уçса панине кура вĕсене диптих пайĕсем темелле. Икĕ хайлавĕнче те тĕп выранта И. Яковлевпа К. Иванов сăнарĕсем тăраççĕ. Вĕсен çыхăнăвне кăтартнă май автор чăваш халăхĕн иртнипе малашлăхĕ çинчен, унăн чĕлхипе культурин пуласлăхĕ çинчен тарăн шухаша каять. “Поэтпа миссионер” повеçре чăваша çутга кăларакан Яковлев тата унăн вĕренекенĕ, “Нарспи” авторĕ Иванов, çураçми хирĕçлĕхĕн икĕ енĕ пек курăнаççĕ. “Юлашки пăлхар” поэмăра вĕсемех пĕр шухăш-кăмăллă, юнашар тăрса алла-аллăн ĕçлекенсем пек сăнарланаççĕ. И. Я. Яковлев еткерĕ нумаă енлĕ те хирĕçуллĕ. 20-30 çулсенчи историллĕ тата публицистикăлла литература унăн тÿнтерле, миссионерла- русификаторла енне палăртнă. Халь эпир Яковлев ĕç-хĕлĕн пĕлтерĕшне вăл чăваш халăхĕн ăс-тăнне ÿсме пулăшнинче, чĕлхипе литературине, пĕтĕмĕшле культурине аталантарма никĕс хывса хăварнинче тетпĕр. П. Хусанкай хăйĕн диптихĕнче И. Яковлев еткерĕн çак икĕ енне уйрăмшар илсе илемлĕн тĕпченĕ. Пĕрремĕш хайлавĕ “Сунталра” пичетленнĕ хыççăн нимле кăларăмсене те кĕмен, иккĕмĕшĕ - ал çыру халлĕн, кун кураймасăр выртнă. Анчах поэт чунĕшĕн вĕсем çывăх пулнă. Çавăнпах вăл виличчен “Поэтпа миссионер” повеçе тепĕр хут пăхса тухнă, ăна “Юлашки пăлхарта” уçăлнă шухăшсемпе, унти детальсемпе, сăнлăхсемпе çĕнетесшĕн пулнă, анчах ку ĕçе вăл вĕçне çитерме ĕлкĕреймен (варианчĕ “Мехел” кĕнекере (1987) “Поэт” ятпа çапăннă). Яковлевпа Иванов сăнарĕсене Хусанкайччен пирĕн литература ятарласа туллин тĕпчемен, вĕсене калăплă хайлавсенче тарăннăн та нумаă енлĕн кăтартаăман. Анчах Хусанкайăн геройĕсене те “чăн- чăн” Яковлев е Иванов темелле мар, çакна уйрамах “Поэтпа миссионера” вуланă чухне астумалла. Пурнăçри Яковлева та, Иванова та хайлавăн поэзилле идейине уçса паракан сăнарсен прототипĕсем темелле. Повеçре ÿкерсе панă тапхăр вăл - чăваш халăх пуласлăхĕ иккĕлле курăна пуçланă вăхăт. Самана хирĕçлĕхĕсене кăтартма Хусанкай поэтпа миссионер сăнарĕсене суйласа илет, пирĕн нацин икĕ аслă çыннине конфликтла лару-тăрура хире- хирĕçле пулăмсен символĕ пек сăнлать. Персонажсемпе вĕсен прототипĕсем хушшинчи расналăха автор “йăнăшĕ” тесе хакланипе (Н. Дедушкин çапла шутлать) килĕшмелле мар, мĕншĕн тесен художествăлла чăнлăх пурнăçри фактсене хăйне кирлĕ пек ăнлантарать. “Поэтпа миссионерти” И. Яковлев вулавçă умне патша йĕркине пăхăнса ĕçлекен чиновник пек тухса тарать, чавашсен  наци шăпи пирки вăл иккĕленсе шухăшлать; ун шучĕпе, хăй чĕлхине çухатса вырăслансан кăна чăваш çăлăнăç тупать имĕш:

Чăваш йахне çухаттăр, юрĕ -

Анчах вăл уншăн макрĕ-ши?

Вăл, тен, ют ятпалах ыр курĕ...

Ăна халь вырăс чунĕ кирлĕ,

Вара мĕн пулĕччĕ унта.

      “Поэтпа миссионер” повеçе çырнă чух Хусанкай Яковлев ĕçне Луначарский епле хакланине пĕлнĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ 60 çул тата ăна никĕслекенĕ 80 çул тултарнă ятпа Мускавра ирттернĕ чаплă ларура Луначарскиă çапла каланă: “Иван Яковлевич - не просто просвещенец, но и культурный вождь своей нации”. Анчах çак шухаша “Поэтпа миссионер” повеçри сăнарсен логикипе çыхăнтарма май çук. “Юлашки пăлхар” поэмăра вара Луначарскиă калани Яковлев сăнарĕн шăнăрĕ пулса тăрать. Ку поэмăн тĕп геройĕ - Анат Энтри, Чĕмпĕр шкулĕнчен вĕренсе тухнă чăваш интеллигенцийĕн пĕрремĕш пусăмĕнчи çын. Унăн асĕнче Яковлевпа Иванов “чăваш тÿпинчи” çутă çăлтăрсем пек ял- кăшаççĕ. Поэма геройĕ 20-мĕш çулсен вĕçĕнчи - 30-мĕш çулсен пуçламăшĕнчи социалла-политикалла лару-тарупа конфликта кĕрет. Чăвашлăх çухалса пыракан саманари ăрăва вăл тăван культурăна çĕ кленĕ çынсен çутă сăнарĕсене илсе кăтартать. Яковлев (“харсăр арăслан”) хăйĕн вĕренекенĕсене “куç пăвса” хамăр халăхшăн çĕкленме чĕннĕ пулсан, Иванов хăйĕн “Нарспийĕпе” чăваш чунне, халăх ĕмĕт-шухăшне палăртнă (“Вăл пирĕн тĕрĕс куçкĕски вĕт, йăхăмăрта пĕрре кăна”). Чăваш историне Яковлевпа Иванов пĕр ĕçе кулĕнсе кĕнĕ; çав енчен пăхсан çак икĕ улăп хушшинче пĕр-пĕринпе килĕштерсе, хавхаланса ĕçлени çеç Анат Энтришĕн пĕлтерĕшлĕ. Çак шухăша пула “Юлашки пăлхар” поэмăри сăнарсем “Поэтпа миссионер” повеçри пек мар, пачах тепĕр енчен курăнса каяççĕ. Иванов Библи куçарса хавшани пирки кунта пĕр самах та каламан, Яковлевăн миссионерла шухашĕсене те асăнман, çакă икĕ ята тĕксĕмлетекен тÿнтерлĕхсем те сăнланман. “Юлашки пăлхар” поэма пĕлтерĕшĕ Яковлевпа Иванов ĕçне пахаланинчен нумай анлăрах. Меслечĕ енчен пăхсан ку хайлав - романтикăлла поэма. Унăн геройĕ - пĕччен героă, çынсем хушшинче ăнлану та, çыхăну та тупайманскер. Хăй ăшĕнче тĕлкĕшсе тăракан никам йышăнман шухăш-кăмăлне пула пурнăçран уйрăлать вăл.

    30-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Хусанкай “Майра инке” (“Ларис Иванна”) поэма çырать. Ку хайлав поэт пултарулăхĕнче хăйне евĕр, уйрăм сăнарлă-кĕвĕллĕскер. Унта палăрнă шухăш-кăмăл 20- мĕш çулсенчи хăш-пĕр сăвăра (“Канаш”) тĕвĕленет. Сăвăç еткерĕнче вăл социалла сатира енне сулăннă (эпир пĕлекен) пĕртен- пĕр калăплă хайлав. Совет поэзийĕшĕн кунашкал сатира ăнсартлăх мар. В. Маяковский хăй сăввисенче çĕнĕ бюрократсене, мещенсене çивĕччĕн питленĕ. П. Хусанкай ку енĕпе çав традицие тытса пырать темелле, анчах бюрократа ĕçри пăтăрмахсенче мар, унăн “йăвинче” (килĕнче) кăтартать. Бюрократпа мещен пĕр сăнарта пĕрлешсе тăраççĕ Хусанкай çырнисенче. Поэма геройĕ “хальхи улпут”, “выдвиженца”, Чăваш Республикинче вăл самаях пысăк вырăнта ларать иккен. Пухусенче ку çын “тăван халăх”, “тăван культура” тесе янрашать, пурнасса вара “хăйле программа та устав" хушнипе пурнать: “Эпир çуралнă, - тет Сенека, - кумешкĕн усă хамăра”. Уссине вăл çÿллĕрех вырăнта, канлĕрех пурнăçра, тулашри суя килĕшÿлĕхре курать. Çак “куллен ĕçен-çиен” “ахаль” çын хăйне мĕнле тыткаланине сăнасан чи малтан унăн “улпутлăхне” куратăн: астăвăр-ха, килĕнчи тарçă хĕр вырăнĕнчи Дуньă па епле хирĕлет вăл. Чиновник ĕçĕнче çак этем мĕн хăтланнине автор ятарласа кăтартмасть, анчах витĕрех бюрократланса кайнине мăшкăлласа-кулса ÿкерет: ют арçынпа ерĕшнĕ арăмне йĕркене кĕртме ăна вăл выговор парать. Геройăн чăн тĕшне, пурнăçри пултарулăхне хĕрарам кăмăлĕпе тĕрĕслесси - литерагурăра йăлана кĕнĕ япала. Лариса Ивановна хăй шăпипе кăмăлсăр пулни, кичемлĕхне айккинчен тупнă хаваспа сирме хăтланни шăпах ĕнтĕ “хальхи улпут” нĕрсĕрлĕхĕнчен килет. Упăшка çумĕнче “темле приложени” пулас килмест унăн, хăйĕн чунне ăнланма пултаракан çын кирлĕ ăна. Ĕçĕпе кăмăлсăр вăл. Анчах упăшкинчен уйрăлма шикленет: лешĕ укçаллă, ку вара çителĕклĕ ĕçлесе илеймест, пултарнă ĕçĕ пайтасăр. Ĕмĕрне йÿнĕ савнăçпа, вĕлтĕркке куляну-тарăхупа ирттерме хăнăхса пырать майĕпен. Хайлав пахалăхĕ, паллах, çак геройсене сăнланинче кăна мар. Вĕсем çинчен каланă майăн поэт саманана кăтартакан тĕрĕс детальсем тăвать, çакна пула поэмăра 30-мĕш çулсен сывлăшĕ уççăн сисĕнет.

  1931 çулта Хусанкай Мускава куçать, унта “Коммунар” ятлă чăваш хаçатĕнче тухса çÿрекен корреспондент пулса ĕçлет, нумай вырăна çитсе курать. Чулхулари, Магнитогорскри, Донбасри стройкăсенче вăй хуракан чăваш çыннисемпе паллашас тĕллевпе вăл час-часах çулçÿреве тухать, репортажла “Магнит ту” поэма (1932), йышлă сăвăсем çырать. Çав тапхăрти сăвăсенчен нумайăшне автор каярах тухнă кĕнекесене кĕртмен, вĕсене кивелнĕ тесе шутланă, анчах вĕсем çĕршыв утăмĕсене ăнкарма та, поэт аталанăвне сăнама та паха материал. Халь тин вĕсенче “йăнăшсем” шырани килпетсĕр пулĕччĕ, мĕншĕн тесен хăш-пĕр пулăмсем хăйсен чăн хакне çулсем иртсен çеç палăртаççĕ. “Аслă улшăну” идеологийĕпе лозунгĕсене пăхăнса П. Хусанкай тĕрлĕ вăхăтра Промпарти сăтăрне тăрă шыв çине кăларнă, Çăлакан Христос храмне аркатнине сăвăласа ырланă, “халăхсен ашшĕне” мухтаса çырнă. Телее, ун пек сăвăсем Хусанкайăн йышлă пулман. Вĕсене çырнипе вăл “шанчăклăрах” курăнма та пуçламан. Вăтăрмĕш çулсенче П. Хусанкай халх чĕри патне конъюнктурăна пăхăнман поэзийĕпе çул уçнă. 1935 çулта Чăваш писателĕсен союзĕпе Чăваш обкомолĕ çамрăк писательсен пухăвне ирттернĕ. Унта И. Кузнецов “кулакла националистла ют шухăшсемпе хытă кĕрешесси-’ пирки каланă. “Класс ташманĕсем хальхи вăхăтра пуринчен ытла икĕ питлĕ мелпе кĕрешеççĕ”; “Юман, Рсай, Хусанкай писательсем паянхи кун та националистла шухăшсемпе пурăнаççĕ”; “халĕ пирĕн Юман, Хусанкайсем çамрăксене хăйсен националистла шухăшсем енне туртнине хирĕç кĕрешмелле” тенĕ. Çав вăхăтра Хусанкай иккĕмĕш çул ĕнтĕ вилĕмсĕр “Тилли юррисем” кĕвĕленĕ, “Хамăр ялсем” ярăма çырма тытăннă. Икĕ ярампа харăс ĕçлени ăнсăртран пулман, вĕсенче автор наци психологине тĕпченĕ. “Хамар ялсем” ярăма кĕнĕ сăвăсенче наци характерĕн тĕрлĕ типĕсене шыранă пулсан, “Тилли юррисенче” халăх философийĕ, этеплĕхпе илем ăнкарăвĕсем йĕркеленнĕ.

   “Хамар ялсем” ярăмра наци типĕсем сăнарланнă терĕмĕр. Вĕсен характерĕ социаллă танмарлăх вăхăтĕнче хывăннă, çавăнпа хăшĕсем ирĕклĕн те илемлĕн аталанайман, пăсăлса йĕркеленнĕ. Уняхви старик, “йаваш, ханчар куçлă, пĕчĕкçеççĕ, кăптăрмăш кăна чăваш”, “хăйпе хăй йăлăхса çитнĕ мыскараçă”, ĕмĕр-ĕмĕр чухăнлăхĕнчен тарăхса пурăннăскер, торгисене пĕр пуссăр çуресе хак ÿстерсе йăпанать; Карпа Ваçукĕ, таврари чи ăста пĕвевçĕ, чухăн пулсан та илемлĕ тумпа, тирпейлĕ çÿреме юратакан пуçтарулла та чыслă çын, ĕçке ярăнса пур пек тумне саклата кайса хывать; Маркки пичче выçлăх çул пасартан пĕр кĕренке шушка илсе килет те астивмесĕрех выçă вилет. Тепĕр йышшисем - йывăр пурнăçа чăтса ирттерсе колхоз ĕçĕпе сум илнĕ ватăсем (Ухиме, Элтиван, Сантăр - çĕлĕк çавракан). Поэт геройсен пĕр-пĕр ĕçне, асра юлнă саманчĕсене, шÿтлĕ йăли-хăнăхăвне ÿкерсе парать, çынсен йывăр пурнăç кукăртнă-авнă кăмăл хавалĕ тÿрленме тытăннине кăтартать. Пĕр енлĕ тата пĕр евĕрлĕрех пулнăран ку геройсем уйрăмшар та, пĕрле те наци характерне туллин палартаймаççĕ. Чăваш ăс-тăнне, этеплĕхпе илемлĕх ăнкарăвĕсене, чун вăйне П. Хусанкай философилле чылай тарăнрах “Тилли юррисенче" тĕпченĕ.

    Тилли вăхăчĕ (Раççее илсен) - вунтăххăрмĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш чĕрĕкĕнчи реакци тапхăрĕ, йăшса çитнĕ феодаллă йĕркесем вырăнне çăткăн капитализм пуçне çĕклесе пынă çулсем. Чăваш ялĕнче, шиклĕрех те ютшăнарах пурăнакан халăхра, патриархаллă тытăм  улшăнса, арканса пынă вăхăт вăл. Тилли шухăш-кăмăлĕнче ун  чухнехи социаллă психологи, кун-çулĕнче - халăх массин шăпи  курăнать. Паллах, вăл вăхăтри пулăмсене хамăр ĕмĕрĕн 30-мĕш çулсенчи улшăнусемпе пĕр теме çук, çапах та художник ассоциациллĕ туйăмсемпе çак икĕ саманана çыхăнтарма пултарнă.Хăнăхнă пурнăç арканни, нумай ĕмĕрсем хушши йĕркеленнĕ ăнкарусем пăрахăçланни хресчен психологийĕнче кисренÿсĕр иртмен. Çакна курса-туйса тăни поэта Тилли кăмăлĕн ĕнерĕвне ĕненте- рÿллĕн ÿкерсе пама пулăшнă.

     Тилли ашшĕ улшуç пулнă. “Хула хуçи пулма мул çитмен, Хуçа тарçи пулма хур витмен”, - тесе каланă ун пирки пĕр юрăра. Çемйинче Тилли кĕçĕнни те “аслă пехилли” пулнă. Хăй ÿсĕмĕнчи çамрăксемпе танлаштарсан, пурин пекех темелле мар ăна. Çутçанталăк ăна “ватсем сума сумалăх тан” пилленĕ; пултарулахĕпе те уйрăлса тăрать вăл, курăмлă каччă, хĕрсем вĕчĕрхенмелĕх сăнлăскер. Яш чухне ун пуçĕ çине шухăш ÿкмен-ха. “Асаттеçĕм атлас тăхăннă, Арки-çанни çĕртен сĕтрĕнет. Эпирех те курас ырлăхсем Лаша çилхи çине пĕтрĕнет”, - тесе юрлать вăл, малашлăх шиклентермест ăна, паянхи кун уншăн уяв пек: “Пирĕн атге-анне мĕн ĕçлет? Пичĕке пуçласа пыл ĕçет”. Автор ĕлĕкхи пурнăçа çавнашкал сăнласа парса идеализацилет темĕпĕр. Кунта вăл Тилли биографине çырать; Тилли юррисенче çамрăклăха поэтизацилени пур, анчах саманана пĕтĕмĕшле илемлетсе кăтартни çук. Халлĕхе пирĕн герой ырлăхпа киленсе пурнать, йĕри- таврари тĕксĕмлĕхе, хĕнлĕхе асăрхамасть. Майĕпен вăл пурнăçри тÿнтерлĕхсене кура пуçлать. Патша йĕрки чăваша кÿрекен “цивилизаци çитĕнĕвĕсем” ăна йÿççĕн култараççĕ: “Ан хуйхăрăр, ватсем, сĕре, Тавăрăрах енчĕкĕре... Патша эрех кÿрех тăрĕ, Табак кимми килех тăрĕ”. Тÿреммĕн пĕлтерни çук та, малаллахи юрасенчен Тиллин хăтлă пурнаçĕ тусса пыни курăнать. Савнине çухатнă хыççăн салтак нушине чăтса иртгермелле пулса тухать. Сухалĕ чăпарланиччен таçти-таçти çĕрсенче пурăнса Тилли хăй вăхăчĕн синкерлĕхне, танмарлаха аванах ăнланать: “Кирек ăçта çитсен те иккен Нушаллă кун нумай ырринчен. Çут тĕнчере Хĕвел пĕрре, Ашши пĕр пек тивмест ĕмĕртен”. Малаллахи юрăсенче геройĕн биографине йĕрлени авторшăн кирлех те мар. Тĕп вырăнта ĕнтĕ халь - шухаш-камăл аталанавне тĕпчесси. Тилли кулленхи пурнăç çинчен ваклами пулать, хăш чухне кăна сумлăхра- çитлĕхре иртнĕ яшлăхне аса илсе ак çапла майлаштарать: “Ĕлĕк чухне эп хам ĕлĕкчĕ, Телей йĕкĕр енчĕкпелеччĕ... Шухашласа пахсан - пурнăç мар, Çывăрмасăр курнă тĕлĕкчĕ”. Анчах иртнишĕн пăшăрханса ăна каялла çавăрасшăн тĕмсĕлни çук унăн. Салтакран таврăнсан пурнăçĕ юхăнни, куланай тулейменрен патак çини унăн чунне хуçать, анчах мул хуçисем умĕнче тиллит-тиллит, шарт-шарт ташласси, куршине таптаса пайта шырасси çук унăн. Çав вăхăталла 'Гиллире ютăшу (отчуждение) палăра пуçлать. Ялан тенĕ пек пĕчченскер, чĕрĕ çутçанталăкра çеç хăйне вырăнлă туять вăл. Писÿ ăна пурин çине те ĕненмесĕр-шанмасăр, пĕлтерĕшне йышăнмасăр, хака хумасăр пăхас енне сулăнтарать. Философсем çакна скептицизм тейĕччĕç. Çав скептицизм вăл уйрăм çын психикин ăнсăртран вылявĕ мар. Кунта самана паллине те курмалла. Унччен тĕрĕс те кирлĕ пек туйăннă ăнлавсем хавшаса пынă тапхăрсенче, çĕнĕ ăнкарусем вăй илсе каяйман вăхăтра çуралать çак философи. Маларах каланăччĕ ĕнтĕ: Тилли пурăннă самани çавнашкал. Капитализм йĕркисем чăваш ялĕнчи авалтан килекен йăаласене çĕмĕрсе пынă. Савна май социалла пусмăр та ÿснĕ. Çавăнпа малашлăха иккĕленÿллĕн ăнланасси те вăй илнех ĕнтĕ. Тилли философ тесен, кавычка кирлĕ мар. Хăйне евĕрлĕ скептик тесен те çаплах. Тĕне ĕненмесг вăл, шанмасть; пурнаçри идеалĕсем харам пулаççĕ унăн:

Чÿклерĕм чÿк эп, тытрăм ураса,

Пĕтертĕм сум пĕр пуслăх упраса,

Анчах уйăраймарăм халиччен

Турăшпала парахăç турпаса.

Çав вăхăтрах пурнăç тупсăмĕ пĕртте канăç памасть Тиллие, анчах тĕнчене ăнланас мехелĕ те иккĕлентерет: “Ку тарана çитсе, ватта супса, Ним пиллеме, туссем, ман çук сире”. Ак çакă икĕ йĕрке Тиллин иккĕленчĕк шухăш-кăмăлне кĕскен те уçăмлăн кăтартать:

Ан сун мана эс, пуп, леш тĕнчесем,

Ку тĕнчере те ывăннă эп, тен...

Тилли пурнăçпа вилĕм çинчен тăтăшах шутлать, вилĕмпе çырлахаймасăр чĕрĕлĕх шырать. Канăçсăр шыравĕ мĕнпе вĕçленет-ха уи? Хăйне шелсĕр силленĕ саманапа килĕшмесĕр, чĕрĕлĕхе вăл кил-йыш, ял-йыш, халах пĕрлĕхĕнче тупать. Герой характерĕн хире-хирĕç енĕсем кĕрешни ăна çĕнĕ пахалăх патне илсе çитерет. Халăх кăмăлĕпе килĕшÿллĕ юрăсем хайлать вăл, хытман чун юратăвĕ чĕрĕлсе хăйĕн тăхăмĕ çине куçать. Пухнă ăсĕ те – ун валли. Ярăмри шедеврсенчен пĕри - “Купăсăмçăм тăватă хĕлĕхрен...” Тăватă ывăлĕн чун-чĕринче эпир каллехТиллин туйăм хусканавĕсене астуса илетпĕр. Вĕсене ашшĕ вăрăм ĕмĕрĕнче нушапа тупнă чăнлăхне пĕлтерсе хăварать:

Çурхатпала ĕçсессĕн те çитет,

Пÿрнескепе ĕçсессĕн те пĕтет,

Пĕрле пурăннине мĕскер çитет?

“Тилли юррисен” ытларах пайне автор 1937 çул тĕлне çырса хунă. 1938 çулта поэта халăх тăшманĕ тесе тытса хупнă, анчах вăл хăй айăпсăррине кăтартса парайнă. 1939 çулта суд ăна тÿрре кăларнă. Çакăн хыççăн поэт пĕр хушă хавшанă сывлăхне сиплесе пурăннă, çав вăхăтрах литература ĕçне те пăрахман. Вăрçă умĕнхи икĕ çул хушшинче вăл “Хамăр ялсем” ярăма кĕрекен ричĕ кĕске поэма çырать, “Тилли юррисем” ярăма сарса философиллĕ тарăнлăх парать. Вĕсенче тĕрмере ларнă чух çуралнă экзистенциллĕ туйăмпа опыт вăйлă палăрать. Çак çулсенче Хусанкай темиçе сонет кĕвĕлет, вĕсенче вăл хамăр халăх ăслăлăхне философилле тишкерет (“Чăваш”), халăхĕн вĕри чунлă, талантлă сăвăçĕсем сарăмсăр çĕре кĕнĕ пирки хурлăн шухăшлать (“Тăхти”), кĕрешÿçĕн çинетăраслăхĕпе ĕçченлĕхне мухтать (“Кимĕпе”).

   Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи çулĕсенче Хусанкай пултарулăхĕ çирĕпленсе, пиçĕхсе пырать. 1941-1942 çулсенче поэт Хусанта тухса тăракан “Хĕрлĕ ялав” хаçатра ĕçлет, унта фашизма хирĕç кĕрешме чĕнекен сăвăсем пичетлет. 1942 çулхи апрель уйăхĕнче П. Хусанкай фронта тухса каять. Рядовой пулса Дон фронтĕнче çапăçать, Сталинграда хÿтĕлет. Атăл çинче нимĕçсен çарне çавăрса илсе тыткăнланă çĕре хутшăнать. 1944 çулта Польша çĕрĕнче Хусанкай йывăр аманнă, госпитальте нумайччен сывалса выртнă хыççăн 1945 çулта, июньте, килне таврăннă.

Тăван çĕр-шывшăн пыракан вăрçă икĕ тĕнче хирĕçтăрăвĕ пулнă. Хăрушă тытăçу политикăллă, социаллă тытăмсен вăйне тĕрĕсленĕ. Çав вăхăтрах ку вăрçă этемлĕхĕн çак тарана аталанса çитнĕ культурипе ĕмĕртен килекен этеплĕхне упраса хăварассишĕн те пынă. Кĕрешу тĕввине çавăн пек ăнланни Хусанкай çырнисенче чи малта тăрать. “Памастпăр ирĕк хулана” (июль, 1941) сăвăра лирикăллă геройăн иккĕленÿсĕр кăмăлĕпе çирĕп шанчăкĕ Илем (культура) ăнкарăвĕпе туреммĕнех çыхăннă:

Нева хаяррăн хумханать...

Ан ур, тăшман, ан антăх:

Памастпăр ирĕк хулана

Нихçан та! Никама та!

Илемлĕ, чаплă çурт-кермен,

Пахчи, музейĕ, шкулĕ –

Мĕн пурĕ хамăр ĕмĕртен,

Ялан вăл хамрăн пулĕ!

     Фронта тухса кайиччен Хусанкай “Таня” поэмине çырса хума ĕлкĕрет. Ăна Чăвашра юратса вуланă, унăн хăш-пĕр пайĕсем халăх юрри пулса тăнă. Ку поэмăра Зоя Космодемьянскаян паттăрлăхне кăтартса панă. Вунсаккăрти хĕр хастарлăхне сăнласа Хусанкай вулавçăсен кăмăлне хăпартлантарнă, вĕсене Тăван çĕр-шывшăн паттăрла ĕçсем тума чĕннĕ. Поэмăна тарăн лиризм витернĕ; ĕçсене çырса кăтартнă май поэт унта хăйĕн кăмăлне туллин палăртать, вăрçă тупсăмне философилле ăнланса илме тăрăшать. Зоя Космодемьянская шкул урати урлă каçса турех вăрçă вутне чăмать, тăшман аллине лексе ÿпкевсĕр вилет. Хăюллă хĕр вилĕмĕ асаплă та хурлă, анчах эпир ăна çынлăх, этем чыс-сумлăхĕн çĕнтерĕвĕ тесе йышăнатпăр. Таня паттăрлăхĕн никĕсĕнче сăвăç эстетикăлла-этеплĕ сăлтавсем курать. Поэмăн нумай пайĕнче вырăссен классикăлла е тĕнче литературинчен кĕнĕ кĕвĕсем илтĕнесçĕ, Таня сăнне фольклор эстетикипе те тĕс панă, - çаксем вилĕме хирĕс çĕкленнĕ халăхпа унăн шанчăклă хĕрĕн кăмăлне сăваплăх кÿресçĕ. Вăхăт трагизмне, халăхăн таса çилли тулса çитнине палăртма поэт пĕрремĕш сыпăкăн пуçламăш строфинчех Лермонтов йĕркине илет:

Мускав урамĕнче плакат:

“Ребята! Не Москва ль за нами!”

Çитĕнсе пыракан Зоя шухăш-кăмăлне автор Бетховен, Гёте ячĕсем урлă ăнланать, унăн чун вăйне Пушкин, Чехов çырнисемпе çыхăнтарать:

“Чăн вырăс чунлăскер - Татьяна,

Хăй те пĕлмесĕр мĕншĕнне,

Раççей хĕлне пит кăмăлланă,

Ун вырăсла сив илемне...”

Хăй те пĕлмен... Сук! Ку ăнланнă...

Партизанра çÿрекен Зоя тавралăх илемне Шишкинпа Левитан çырнă пек курать. Пурнăç иккĕлле те çÿçенчĕклĕ вăхăтра Тăван çĕр-шыв сăнарне хĕр партизан илем урлă ăнланать:

Вырăс çĕрĕн сăн-сăпачĕ,

Шухăша яран илем!

Çав çĕре халь ак пăсаççĕ,

Чыссăрлаççĕ ирсĕрсем.

Таня характерĕн вăйне эпир чи малтан кăмăл-сипет ăнлавĕсен çирĕплĕхĕнче куратпăр:

Пĕрремĕш юрату-мĕн - халăх

Сак çитĕннĕ чипер хĕрĕн.

Унпа хăйне вăл уйрăлмаслăх

Ĕмĕрлĕхех тĕвленĕ-мĕн.

Тата çырса илет çав харсăр

Пĕр хăйшĕн ĕмĕрлĕх çакна:

“Вилсессĕн те - ху юратмасăр

Çынна ан чуптутар хăвна!”

     Вăрçă вăхăтĕнчи туйăмне пĕтĕмлетсе Хусанкай çапла çырнă: “Но смерть казалась уже не столько страшной. Не только потому, что я чувствовал, как приобщился к более долговечному, чем жизнь отдельной личности. То было ощущение нашего общего, огромного, бесконечного, бессмертного дела...” (“Призванье - это одержимость”, “Вопросы литературы”, 1964, № 1). Çак туйăма кашни хутĕнче хăйне евĕр пайăрласа çырнă та ĕнтĕ Хусанкай хăй сăвви-поэмине.

  Аслă вăрçă витĕр поэт “вутра шăраннă кăмăлпа” утса тухать. Ку тапхарта вăл пĕтĕм шухăш-кăмăлĕпе Тăван çĕр-шывпа, халăхпа уйрăлми пĕрлешет. Çак кăмăла вăл “Аннене” сăввинче лайăх палартнă. Хусанкайăн вăрçă хыççăнхи сăн-сăпатне “Чĕре юрри” (1952) кĕнеке уçăмлăн кăтартать. Кĕнекене вăтăрмĕш тата вăрçă çулĕсенче çырнисем те кĕнĕ, анчах унăн тĕп çеммисем “Суллахи  талăк” (1951), “Тури Вылта туй сикет” (çав çулах), чăваш лирикин классикине кĕрсе юлнă “Кĕвĕленмен юрăсем” (1945- 1952), “Латвире çырнисем” (1947) ярăмсенче илтĕнеççĕ. Унти хайлавсенче халăхăн çав вăхăтри паха туртăмĕсене асăрхатпăр. Иртнĕ вăрçăра йывăр хĕнлĕхе çĕнсе пиçĕхнĕ, хăй хăватне туйса илнĕ халăх çутă пуласлăха шанса мал ĕмĕтпе хастар ĕçленĕ. Сăвăç ĕçĕ-хĕлĕ халăх тăрăшăвĕпе пĕр кĕвве кĕнĕ, халăх кăмăлĕ уншăн чĕре юрри пулса тăнă. Шăпах çак вăхăтра (1950, ноябрь) П. Хусанкая чăваш халăх поэчĕ ятне панă.

     “Çуллахи талăк” вăрçă хыççăнхи ял çыннин кулленхи ĕç-хĕлне сăнласа парать пулсан та, унта çав çулсенчи йывăрлăхсене кăтартман, авторĕ ун пек тĕллев лартман та. Поэзи кирек хăш саманара та халăх чунĕнчи çĕкленĕве асăрхать, савăнма, ĕмĕтленме пăрахмасть, шăпах çав чĕрлĕхлĕ пултараслăхĕпе этемĕн чунне чĕртсе тăрать. 1945-1950 çулсенчи ял пурнăçĕнчи ырă улшанусене П. Хусанкай çапла ăнланнă: “Пирĕн колхозниксем çултан- çул вăйлăрах тырă-пулă пуçтара-пуçтара кĕртеççĕ. Ял хуçалăх ĕçĕ машинлансах пырать.Çавна пула алă ĕçĕпе ăс-тăн ĕçĕ хушшинчи уйрăмлăх пĕте пуçларĕ. Çĕр ĕçлекенĕн хăйĕн культурăлăхне ÿстерме вăхăт ытларах юлать. Çынсем кăнтăрла уйра ĕçлеççĕ, каçхине клубра спектакль кураççĕ, сăвă итлеççĕ.

“Çуллахи талăкра” поэтăн нумай енлĕ те килĕшÿллĕ кăмăлĕ палăрать. Çав кăмăла оптимистла хăпартлантарса-çĕклентерсе тăракан пĕр кĕввине Хусанкай “манăн çăлтăр тÿпере” çаврăнăшпа çыхăнтарнă. Ку туйăм поэта те миçе çул хушши (ĕмĕрĕ таршшĕпех тесен тĕрĕсрех те пулĕ) хускатса тăнă. Ахаль мар çав ятлă сăввине вăл пилĕк çул (1945-1950) хушши çырнă. Çак çаврăнăшра поэт философийĕпе чун çĕкленĕвĕ пĕтĕçнĕ. Пурнăçа ытарайман, пысăк ĕмĕт-шухăшлă, илем туйăмне нихăçан та çухатман халăх кăна çакăн пек пĕтĕмлетÿллĕн калаять тесе шутланă поэт.

Çавăн пек халăхăма эп,

Тем пулсан та тĕнчере,

Ĕненмесĕр пултараймăп:

Манăн çăлтăр тÿпере! –

çак туйăм ăнсăртран мар. Халăхра та, поэтра та вăл пурнăçри пăтăрмахсене, йывăрлăхсене çĕнсе пынă май çуралнă. Çĕнтерÿпе вĕçленнĕ вăрçă хыççăнхи çĕкленÿллĕ кăмăл “Çуллахи талăкра” çав çаврăнăшпа тепре çĕнелсе илет:

Çăлтăр ÿкрĕ, кăшт тăрсассăн –

Кĕç тепре, унтан тепре...

Таçта илтĕнет пĕр сасă:

- Манăн çăлтăр тÿпере!

Вăрçă хыççăнхи лирики çинчен калаçнă чух “Кĕвĕленмен юрăсем” ярăма асăнмасăр хăварма çук. Юрату лирики П. Хусанкай пултарулăхĕнче кăтартуллăраххисенчен пĕри. Вăл тема “Уяртсан” кĕнекерех паллă вырăн йышăнать. 20-30-мĕш çулсенче çырнă юрату сăввисене пуçтарса поэт “Савни” ятлă кĕнеке (1963) кăларать. Унти сăвăсем поэт этемĕн чи çепĕç те таса хускану- туйăмĕсене тĕлĕнмелле илемлĕхпе ÿкерсе панине ĕнентереççĕ. “Кĕвĕленмен юрăсем” поэт ăсталăхĕ ÿссе пынине тепĕр хут катартса параççĕ. Акă ярăма кĕрекен “Ах, эп курсатгăм мăшăр куç” сăвă çав темăллă тĕнче поэзийĕн чи çÿллĕ çитĕнĕвĕсемпе пĕр шайра. Чăн-чăн искусство произведениqĕ икĕ тĕрĕслев витĕр тухать. Чи малтан унăн пахалăхне вулавçăсем эмоципе, хăйсен пĕрремĕш туйăм-йышăнăвĕпе хаклаççĕ. Иккĕмĕш тĕрĕслÿ - аналитикăлла; искусствăна хамăр епле ăнланнипе, пуçтарнă пĕлÿ-опытпа шайлатпăр ăна. Тĕпчевçĕ çав хайлавах хакланă чух жанр историне, сăнарлăх аталанăвне т. ыт. те шута илет. “Ахаль” вулавçă “Ах, эп курсаттăм...” сăвва ăнран яракан ритмикишĕн, туйăм вылявĕн тĕлĕнмелле анлăшĕшĕн, сăвă вĕçĕнчи афоризмла çавăртгарса хунă чиксĕр тарăнлăхшăн ытараймасть. “Юратупа вăл пĕр сăнарлă” - çакнашкал пĕтĕмĕшле каланă сăмахсенче конкретлă çын сăнарне курма пурришĕн, афоризмăн философилле тĕшшишĕн. Çав сăввах юрату лирикин историйĕпе шайлаштарсан П. Хусанкай çырнин тарăн-тарăн çăлкуçĕсене ăнкаратăн. Хăйĕн савнă çынни çинчен поэтсем вулавçăсене каласа пани хальхи поэзире час-час тĕл пулакан япала мар. Юрату лирикинче поэт хăйĕн туйăмĕсене тÿрремĕн  пире адреслемест, савнă çыннине хăйне каласа парать (Пушкин. Я Вас любил...). Тĕнче поэзийĕнче савни сăнне виççĕмĕш сăпатпа айккинчен сăнласа парас ăслай ытларах Петрарка çырнисенче тĕл пулать. Сонечĕсенче Лаура сăнне вăл пĕлĕтри таса сывлăш-чун евĕр курать, ăна сăнарлакан детальсем “çĕр çинчи илемрен” ытла та инçе:

Легко, как двигалась она, не ходит

Никто из смертных; музыкой чудесной

Звучали в ангельских устах слова.

Живое солнце, светлый дух небесный

Я лицезрел...

             (ХС сонет, Е. Оттович куçарăвĕ.)

     Реализм меслечĕ палăрса вăй илме пуçланă май савни сăнарне тÿперен çĕр çине антарас туртăм ÿссе пынă. Çак туртăма Шекспир 130-мĕш сонетĕнче витĕмлĕн уçса панă. Савнă çын сăнарне эрешлесе пĕтермесĕр, пурнăçра мĕнле çавăн пек кăтартмалла, илеме хăй мĕнле çавăн пек курма тăрăшмалла тесшĕн пулнă Шекспир, çавăнпа чаплă стильпе çыракансемпе тавлашăва кĕрет, поле- микăна çивĕчлетме “илемлĕхе” юри “сÿнтерет” (Шекспир савнă хĕрарăмăн çÿçĕ пралук пек явăнать, ÿчĕ те ырă шăршă сармасть, таплаттарса пыракан утăмĕ те хĕрарăм турă утти мар). Петраркапа Шекспир сонечĕсенче упранакан икĕ курăм поэзире хальчченех сÿнмен-ха. Хусанкай сăввисенче чĕрĕ çынна эреш танлаштарусемпе çĕклесе яни те, пурнăçри пек кăтартам тесе “антарса” лартни те çук, анчах умĕнхи ăстасен йĕрĕ юлнах. Петрарка йĕрĕ - юратăва тÿр пилĕ пек (чăвашсем ăна: çырни, пÿрни теççĕ) кăтартни, сонет шухăшĕн структури (Петрарка: несказанный свет сиял во взгляде - и дрогнул я при первой же осаде - живое солнце, светлыă дух небесный я лицезрел; Хусанкай: курсаттăм мăшăр куç - çут тĕнчене йăлт мантарать вăл - юратупа вăл пĕр сăнарлă); Шекспир сĕмĕ - сăвă “ăшлăхне” хирĕçÿлĕхсенчен майлаштарни. Петраркапа Шекспир тунă сăнарсенче вĕсен шалти туйăмĕсене курмастпăр пулсан, Хусанкай çыннăн чун ялтравне, çутăсен вылявне карулантарса, экспрессилле вăйлатса ытарайми туса хурать. Çав вăхăтрах савни куçĕнче пĕтĕм тĕнчене кĕвĕлĕх, илемлĕх паракан анлăлăх, тĕрлĕ енлĕх палăрать:

Ах, эп курсаттăм мăшăр куç –

Хура та мар, кăвак та марччĕ.

Мĕскер-ши ку, мĕскер-ши ку?

Пĕрре пăхсах вăл пăхăнтарчĕ...

Сăхлантарать те илĕртет,

Кÿлештерет те шантарать вăл.

Лăплантарать те тилмĕртет,

Çут тĕнчене йăлт мантарать вăл...

Хăш чух ачаш, хăш чух хаяр,

Хăш чух тÿлек, хăш чух каварлă;

            Хура та мар, кавак та мар –

            Юратупа вăл пĕр сăнарлă.

            Ытараймастăп эп ăна,

            Кăмăлăмра та çав кăна.

Шухăш тытăмĕпе те, хурăмĕпе те ку чăн-чăн сонет. Анчах юлашки икĕ йĕркене (сонет синтезне) кашни катрен (тăватă йĕркелĕх) хыççăн каласа Хусанкай классикăллă сонет кÿлепине “пăсать”. Çакна каçармалли сăлтав та пур: поэт хăйĕн сăввине “юрă” тенĕ- çке-ха, апла çав икĕ йĕркене текстăн хушса юрламалли сыпăкĕ туса хунă. Пĕр хайлава çапла тĕнче поэзийĕн контекстĕнче пăхсан Хусанкай пултарулăхĕн шайне ытларах та ытларах ăнкарса илетĕн. Çавăнпа ĕнтĕ, Митта сăмахĕпе каласан, Хусанкай çине пăхсан çĕлĕк ÿкет.

50-мĕш çулсен иккĕмĕш çурринчен пуçласа поэт хăйĕн пурнăçне, çĕр-шывпа халăх ĕçне “кун-çул тÿпинчен” пăхса хаклама пуçларĕ. (Çак ятлă кĕнекене (1958) кĕрекен сăвăсем хушшинче маларах çырнисем те пур, çапах кунашкал куçкурăм 60-мĕш çул сем тĕлнелле çеç çирĕпленсе çитрĕ. “Кашни ман сăввăм - юлашки пекех...” хайлавра поэт кăмăлĕнчи улшăнусен сăлтавĕ нумай енчен курăнать. Çулсем иртнĕ май сăвăра “тĕнчен пулма пултарасла драми” ытларах та ытларах шухăшлаттарать, çавна пула вăл хăйĕн ĕçне сисĕмлĕ те канăçсăррăн тĕрĕслет:

Çынпа хутшăннинчен килет хевте,

Çÿретĕп эп инçе те, çывăх та.

Сасартăк çÿçенсе илетĕп те

Чĕнес самахăма чĕнме тăхтап.

Хам шухăша вуланăн тĕлĕнсе

Пăхатăп эп çынсен куçĕсенчен.

“Мĕн курăпăр-ши малашне?” – тесе

Этемлĕх шухăшлать пек хăй çинчен.

“Хывăх-кипеке” вĕçтернĕ, “тăхлан пек тĕшлĕ” сăмахсене шырать хăйĕн ответлăхне ĕмĕрĕ тăршшĕпе ÿстерсе пынă поэт:

Эпир этемлĕх çутă ĕмĕтне

Чи тутлă мăйăр пек шĕкĕлчесе

Çитермелле кашни этем патне,

Эпир - тĕнчен хальхи поэчĕсем.

Сăвăç çамрăкранпах сассине сăваплăн та яваплăн ĕнерме тăрăшнă:

Пăсăк кĕсле хăçан кĕвве ĕнерĕ,

Пăсăк кĕсле пăсать кăна сасса,

Çĕр-шывăма  эп улталас темерĕм.

Çак канăçсăр туртăм ĕç шыравне хускатать, тавралăха санас-курас вичкĕнлĕхе ÿстерет. Анчах шырава кăмăллакан ăспа çивĕч куç тĕнчери пулăмсене суйласа кăна асăрхамарççĕ, вĕсене мĕн пур хирĕçлĕхĕсемпе пĕрле кураççĕ. Çак хирĕçлĕхсен кăткăслăхне çĕклеме çăмăл мар. Канăçсăрлантаракан ыйтусене шухăшлăн ăнкаракан поэзи пурнăç кăткăслăхĕнче те чуна ирĕклентерекен философилле, этикăллă, эстетикăллă тупсăмсем шырать; çав шырав чĕрлĕхлĕ пулсан - вăл пархатарлă. Кун-çул тÿпинчен Хусанкаă хăйĕн шăпине тав тума пултарнă:

Куçа хупса аса илсессĕн –

Мана мĕн чухлĕ тÿнккемен!

“Аванччĕ пĕрех хут вилсессĕн!” –

Тени те пулнă пулĕ, тен.

Çапах та купăсăм кун-çулĕ

Итлекене ахаль пухман.

Тен, йăнăш сас та тухнă пулĕ,

Анчах та урмăш сас - тухман!

(“Инçе çула пуçтарăнатăп...”, 1963)

Петĕр Хусанкай пултарулăхĕ нумай сийлĕ анлă юхăм пек аталанса пынă. Официаллă критика поэта тĕрлĕ “йăнăшсенчен” тасалса пырса социализма татăклăн йышăннă пек кăтартатчĕ. Кун пек каланине иккĕленÿсĕр йышăнма асăрханмалла. Пирĕн шутпа, классик шайĕнчи çыравçăсен “йăнăшĕ” - вĕсен ш ы р а в ĕ. Пултарулăх çыннисене критиксем пурнăç уттинчен юлмасăр пыма хистеççĕ те, чăн-чăн искусствăна çĕклекенсем саманаран маларах талпăнса пыраççĕ, çавăнпа хăйсен вăхăчĕпе хирĕçĕве те кĕреççĕ. Эпир мухтани е хурлани, ырлани е сивлени - вĕсен пĕр пĕтĕмĕшле кун-çулĕ. Çын хăйĕн пĕр пĕтĕм тĕнчипе кăна пирĕн ăс-пуçа уçать, кăмăл-туйăма кисретсе чуна тасатать.

Сăвăç пултарулăхне пĕр-пĕр е пĕртен-пĕр меслетпе шăнăрлани тĕрĕс пулмĕ. Пысăк калăплă хайлавĕсене илсен 20-30-мĕш çулсенчи поэмисенче романтизм стилĕ çиелереххине асăрхатпăр.

Темине е жанрне кура хăш-пĕр хайлавра реалистла стиль çиеле тухать (“Аптраман тавраш”, “Пĕрремĕш кĕркунне”). Поэт пултарулăхĕнче реализм е романтизм витĕмне сăнани вăл уйрăм хайлавсен пĕлтерĕшне асла е кĕçĕне хума мар, вĕсен ăшлăхĕпе кулепин пĕрлĕхне, илемлĕх тытăмне тĕллевлĕн тĕпчеме кирлĕ япала. Хăш чухне тата хайлава меслетне мар, жанр уйрăмлăхне тĕпе хурса тĕпчеме тивет (“Тилли юррисем”). П. Хусанкая соцреализм меслечĕпе çеç виçме хăтланакансен çакна та астумалла: гражданла пафос, патшалăхпа обществăлла идеалсене сума суни, вăхăт улшăнăвĕсене тÿрре кăларакан сăлтавсене шырани вăл соцреализм супинккелĕхĕ мар-çке. П. Хусанкай пĕртен-пĕр меслет айне пулнă пулсан унăн ĕç-хĕлĕ пăчланнă пулĕччĕ. Поэт пултарулăхĕ ытги тĕрлĕ меслет аслайĕсемшĕн хупă пулман.

Сăвăç тĕрлĕ тапхăрта çырнисем кăмăл-шухăш вылявĕпе пĕр мар, пĕр пулма та пултараймаççĕ. Ку вăл, паллах, тĕрлĕ саманари социаллă-политикăлла лару-таруран та килет, анчах унран кăна та мар. (Çырнисем пĕр мар тесен те, П. Хусанкай поэзийĕ пĕр пĕтĕмĕшлĕ. Çав пĕрлĕх вăл психологи шайĕнчи улшăнура та курăнать. Поэт тĕнчене уçă куçпа тиркевсĕр те ĕненÿллĕ художник пек килнĕ. Анчах кирек камăн та (искусство çыннин пушшех те) хăй камне ăнланмалла, хăйне тивĕçлĕ вырăн тупмалла. Çакă вара канăçсар е пăтравлă шырав тапхăрне пуçласа ярать. Хусанкайăн вăл халăхра наци туйăмĕпе ăнкарăвĕ çĕкленсе пынă вăхăтпа тÿр килет. Çавăнпа 30-мĕш çулсенчи “Тилли юррисем” кăна мар, 20- мĕш çулсен вĕçĕнче çырнă шухă сăввисем те унăн халăхла. 30- мĕш çулсенчи синкерлĕ вăхăтсене тата Аттелĕх вăрçинчи çухатусене чăтса иртгернĕ хыççăн поэтăн сапăрлануллă-философиллĕ тапхăрĕ пуçланать:

Шăлан йĕппиллĕ чăтлăх витĕр

Тухатпăр чăнлăх уçлăхне.

Çав уçлăхран вара куратăн

Йĕри-тавра инçе-инçе.

Тумхахлă та иккен, хура та

Эс утнă çул çак çĕр çинче.

("Инçе çула кайма пуçтарăнатăп...", 1963)

  1.  П.Хусанкай çырнисенче чăваш поэзи шыравĕсем туллин те нумай енлĕн ÿкерĕнсе юлнă. Сăвăç еткерĕ пирĕншĕн эстетикăлла пахалăхĕпе те, историллĕ-культурăллă пĕлтерĕшĕпе те хаклă.  Поэт пултарулăхне пахаланă чух унăн куçару ĕçĕсене те асăнса хăвармалла. Пушкинăн “Евгений Онегинĕпе” “Полтави”, Грибоедовăн “Ăса пула инкекĕ”, Шекспирăн “Ромеопа Джульетти”

чăвашла кĕвĕленнин пĕлтерĕшĕ куçару ыйтăвĕсенчен нумай анлăраx . Хусанкай куçарăвĕсене пула чăваш поэзин техники кăна мар, пирĕн лексика, чăваш грамматики, пирĕн литература чĕлхи пултараслăхĕ аслăланнă.

П. Хусанкай обществăлла ĕçе хастар хутшăннă. Çыравçăсен съезчĕсене, миршĕн кĕрешекенсен конференцийĕсене хутшăнса поэт халăхсен туслăхне çирĕплетес, вĕсен культурăлла çыхăнăвĕсене сарас ĕçре пысăк вăй хучĕ. Вăл тăван литературăна çĕклесшĕн ырми-канми ĕçленĕ, нумай çамрăк таланта литература çулĕ çине тухма пулăшнă.

П. Хусанкай пултарулăхĕ - пирĕн халăхăн чĕрĕ сасси. Сăвăç шăпи çинчен шутланă чух вăл Константин Иванова аслăласа çырнă сăмахсем аса килеççĕ:

Тăван йăху сана яланлăха

Савса ыттисене калать: ак манн

Тинкерлĕ куç, улталами хăлха.

Пуриншĕн те вăл паянтан.

Ылханăр унпа шай чуралăха

Çын тивлетне юратăр унпа тан.




1. 3 Пользователи бухгалтерской отчетности адреса и сроки ее представления
2. тематические методы и прикладные модели Вариант 6 Исполнитель- Специальность-
3. темной лошадкой от своей партии которая и номинировала его на выборы в 1920году
4. по теме- Неотложные состояния в кардиологии
5. Всеобщая декларация прав человека.html
6. Тема 25. Управление маркетингом Основные вопросы по теме- Место маркетинга в управлении организацие
7. Недисциплинированность самая грозная опасность туристского путешествия
8. і Для забезпечення ефективної трудової діяльності необхідно забезпечувати нормальні метеорологічні умов
9. 310 Зубарева Дмитрия Цель работы- Целью данной работы является определение коэффициента взаимной индукции
10. Об образовании в Российской Федерации1
11. р екон. наук проф
12. модульная организация компьютера 1.
13. тематизировать закрепить и расширить приобретенные теоретические знания и практические навыки студентов а
14. Лекция Алла~~а иман ~ ~~ 1.
15. Общая характеристика искусства Древней Руси
16. ВЯТСКИЙ ГОСУДАРСТВЕННЫЙ УНИВЕРСИТЕТ И.html
17. Лабораторна робота О18
18. КОЛИЧЕСТВО И КАЧЕСТВО Обычно рассматривают количество и качество как два дополнительные термина не пон
19. кафедрой 1998г
20. і Одиниці вимірювання